Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ

Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗ. 8 сехет ирхине. Юханшыв портӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫченӗсем пухӑннӑ. Тӗллевӗ пӗрре — паян Мари республикин Юрино салинче вырнаҫнӑ Шерементьев графӑн керменне ҫитсе курасси. Акӑ, 9 сехетре ушкӑн «Москва» пӑрахут ҫине ларса ҫула тухать. Ӑмӑр ҫанталӑк ҫуталнӑн туйӑнать экскурсие пуҫтарӑннисене. Ҫула тухни тӑватӑ сехетрен аякранах илемлӗ кермен курӑнса каять. Ҫак вырӑна 1812 ҫулта отставкӑри генерал Василий Сергеевич Шерементьев туянать, кермене вара 1880 ҫулта лартма пуҫланӑ. Нумай укҫа-тенкӗ тӑкакласа ҫӗкленӗ кермен паян Атӑл тӑрӑхӗнчи пӗртен-пӗр замок шутланать, ӑна патшалӑх шучӗпе упраса тӑраҫҫӗ. Шел пулин те, совет саманинче ҫаратса пӗтернӗ кермене паян туллин реставрацилеймен-ха. Кунта пулса курни ЧФКФ ӗҫченӗсене питӗ кӑмӑла кайрӗ.

 

АВН
16

Саламлаҫҫӗ
 lukina | 16.09.2008 16:31 |

Факультет ӗҫченӗсем Геннадий Яковлевич Хлебников профессора ҫывхарса килекен ҫуралнӑ кун ячӗпе саламлаҫҫӗ. Сирӗн наука, воспитани тата вӗрентӳ енӗпе тунӑ ӗҫсем яланах пирӗншӗн тӗслӗх вырӑнӗнче шутланса тӑраҫҫӗ, ӑслӑлӑхра ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума пулӑшаҫҫӗ. Кафедра ӗҫченӗсем сире яланах ӗҫтешсем пек хисеплеҫҫӗ, аслӑ вӗрентекен вырӑнне хураҫҫӗ. Ырлӑх-сывлӑх сире, вӗренекенсен тата ачӑрсен пархатарлӑхӗ, чӑваш сурпанӗ пек вӑрӑм кун-ҫул.

 

АВН
12

Пӗлӳ кунӗ
 Аçтахар Плотников | 12.09.2008 11:49 |

Пӗлӳ кунӗ — савӑнӑҫлӑ та пӑлхавлӑ уяв. Уйрӑмах аслӑ шкулӑн пусми ҫинче пирвайхи утӑмсем тӑвакан яш-кӗрӗмшӗн. Алла студент билечӗ тытасси, „студент” ятне илсе пултаруллӑ ҫамрӑксен ретне тӑрасси — яланлӑхах асра юлакан пӑлхавлӑ самант.

Чӑваш Патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗшӗн те авӑнӑн 1-мӗшӗ — хаваслӑ уяв. Ҫак кун факультетӑн туслӑ ҫемьи — вӗрентекенсемпе студентсем — кӑҫалхи пӗрремӗш курссене чысласа саламлама пухӑнчӗҫ.

Уява факультет деканӗ, филологи наукисен докторӗ В.Г. Родионов уҫрӗ, „пӗрремӗшсене” саламласа ҫирӗп вӑй-хӑват, чӑтӑмлӑх сунчӗ, тӑрӑшса пӗлӳ пухма сӗнчӗ. Декан саламӗпе хавхаланнӑ вӗрентекенсем те пӗр-пӗрин хыҫҫӑн тин-тин „пиҫсе тухнӑ” студентсене ырӑ сӑмахсем, кирлӗ сӗнӳсем пама тытӑнчӗҫ: вӗренӳре те, пур ӗҫре те ҫирӗп те вашават, хастар пулма хушрӗҫ, аслӑ курссене питех итлеме сӗнмерӗҫ. Вӗсем тӑрӑхласа „шӑн пӑр ҫине” те лартса яма пултараҫҫӗ иккен…

Студентсем тесен, уяв вӑхӑтӗнчне вӗсене те сӑмах пачӗҫ аслисем.

Малалла...

 

Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче «Наука кунӗ» иртрӗ. Пурӗ 18 секци ӗҫлерӗ: «Чӑваш поэзийӗпе литературоведенийӗн тӗнчи», «Чӑваш литературин ҫивӗч ыйтӑвӗсем», «Хальхи чӑваш литература пӗлӗвӗнчи традицисемпе ҫӗнӗлӗхсем», «Айгиведени», «Чӑваш фольклористикин паянхи актуаллӑ ыйтӑвӗсем», «Музейпа архив ӗҫӗ», «Журналистика», «Филологическое обеспечение документоведения», «Ономастика», «Чӑваш чӗлхин лексикологийӗ тата диалектологийӗ «Тӗрӗк чӗлхи», «Проблемы народной хореографии», «Проблемы чувашского народного театра», «Эстрада юрри», «Музыка фольклорӗ», «Культурологи», «Чӑваш чӗлхипе литературине наци шкулӗнче вӗрентес меслетлӗх», «Чӑваш чӗлхипе литературине вырӑс шкулӗнче вӗрентес меслетлӗх», «Чӑваш чӗлхи», «Межкультурная коммуникация».

Факультетри 272 студентран 272 студент «Наука кунне хутшӑннӑ: пӗрремӗш курсран – 54, виҫҫӗмӗш курсран – 63, тӑваттӑмӗш курсран – 44, пиллӗкмӗш курсран – 20 вӗренекен.

Удмурт патшалӑх университетӗнчен, И.Я. Яковлев ячӗллӗ педагогика университечӗнчен, республикӑри тӗрлӗ шкултсенчен килнӗ 5 вӗренекен «Наука кунне» хутшӑнса докладсем турӗҫ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, [12]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче дисциплина, ӗҫе йӗркелеме пӗлни кирлӗ, васкани йӑнӑштарма пултарӗ. Чи кирли пирки кӑна шутлӑр, ак-тӗвекпе ан сапаланӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче сӗнӳсем парас килӗ, анчах ҫакна асӑрханса тӑвӑр, йӑлӑхтармӑш пек ан пулӑр. Канмалли кунсене ӗҫри ыйтусенчен хӑпса ҫутҫанталӑкра ирттерсен аван.

Ака, 30

1909
117
Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ.
1914
112
Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1929
97
Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та